Объявление! Митингуй, требуй – иначе проиграешь! Приглашаем всех неравнодушных на объединенный митинг 24 апреля 2010 года в 12 часов! г. Чебоксары, сквер Чапаева, около памятника В.И.Чапаеву Все политические партии, общественные движения, организации, всех, кто сам испытал произвол со стороны власть имущих, приглашаем на объединенный митинг: -в поддержку Президента РФ Медведева Д. в борьбе с коррупцией, -против коррупции во властных структурах республики, -против переназначения президента Н.Федорова на пятый срок. Народ страдает от безработицы. Большинство заводов разграблены, проданы чужакам, строятся только торгово-развлекательные комплексы. Село деградирует, поля и фермы пустуют, труд хлебороба не ценится. Плата за электричество, газ, коммунальные услуги и другие выплаты растут как на дрожжах, а заработная плата и пенсии у многих – мизерные. Сейчас народ лишают бесплатного образования и медицины. При Н.Федорове количество народа уменьшилось более, чем на 80 тысяч человек – почти как в годы Великой Отечественной войны! Прокуратура, суды, милиция республики укрывают чиновников, воров и хапуг от правосудия, а в отношении простого человека творят произвол! Газеты, радио и телевидение правду не пишут. Кроме всего этого, чувашский народ страдает и от национального угнетения (нет образования на родном языке, нет телевидения и т.д.). Долой несостоявшегося политика Федорова! Президент Николай Федоров – юх-ха! Эдуард МОЧАЛОВ, руков. Агрофирмы «Лидер», учредитель газеты «Взятка», Пил ТЫМАРЛАН, главный редактор газеты «Взятка», правозащитник, Тамара РОМАНОВА, депутат Госсовета Чувашской Республики (КПРФ), Андрей КУЛАГИН, депутат Госсовета Чувашской Республики (ЛДПР), Игорь МОЛЯКОВ, депутат Госсовета Чувашской Республики («Справед-вая Россия). Пĕлтерÿ! Митинга тух, çирĕп ыйт – унсăр усси çук! Тĕрĕсмарлăхпа çырлахманнисем, айтăр митинга! 2010 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕ, 12 сехет Шупашкар хули, Чапаев скверĕ В.И.Чапаев палăкĕн умĕ Политикăри пур партисене те, халăх юхăмĕсене, йĕркеленÿсене, влаçрисен иртĕхĕвне тÿссе курнисене пурне те -çыхлашупа – коррупципе кĕрешекен РФ Президентне Д.Медведева тĕревлесе, -республикă влаç тытăмĕсенчи çыхлашăва – коррупцие сивлесе, Н.Федоров президента пиллĕкмĕш тапхăра уйăрса лартассине сивлесе, пĕрлехи митинга йыхравлатпăр! Халăха ĕçсĕр асаплантараççĕ. Заводсенчен нумайăшне салатса пĕтернĕ, айккинчи çынсене сутса янă, суту-илÿпе кану центрĕсем çеç хунаса кайрĕç. Ял юхăнать, хирсем, фермăсем пуш-пушă, ялти ĕç хисепре мар. Электричествăшăн, газшăн, çурт-йĕрсене пăхса тăнăшăн тата ытти тÿлевсем хăпарса кайрĕç, чылайăшĕн ĕç укçи, пенси вара калама çук пĕчĕк. Халĕ ĕнтĕ тата шкулсемпе больницăсене те тÿлевлĕ туса пыраççĕ. Н.Федоров влаçра ларнă тапхăрта пирĕн халăх шучĕ 80 пин ытла чакрĕ – Аслă Аттелĕх вăрçинче вилнисен шутне çывхарать! Республикăри прокуратура, сутсем, милици чиновниксене, вăрăсене кăна хÿтĕлеççĕ, ахаль çынсене вара хăйсене тăпăлтараççĕ! Хаçатсем, радио, телевидени тĕрĕссине пач та каламаççĕ. Чăваш халăхĕ тата кунсăр пуçне наци енĕпе те хĕсĕрлев тÿссе асапланать (ачине тăван чĕлхепе вĕрентеймест, телевидени те çук т. ыт.те). Президент Николай Федоров – юх-ха! Эдуард МОЧАЛОВ, «Лидер» агрофирма ертÿçи, «Сĕтев» хаçат никĕçлевçи, Пил ТЫМАРЛАН, «Сĕтев» хаçатăн тĕп редакторĕ, правă хÿтĕлевçи, Тамара РОМАНОВА, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ (КПРФ), Андрей КУЛАГИН, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ (ЛДПР), Игорь МОЛЯКОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ («Тĕрĕслĕхлĕ Раççей). |